SC-PR.RU - Сценарии праздников
Сценарии праздников, сценарии дня рождения, сценарии свадьбы, сценарии вечеринок, сценарии корпоративов, сценарии мальчишников, девичников

Сценарий чувашский

Сценарий чувашский
Категория: Сценарии на Чувашском Языке

Сурхури

Вылякансем:

1. Ача-пăчасем

2. Каччăсемпе хĕрсем

3. Ватă çынсем.

1-мĕш пайĕ.

Ялта «сурхури» пырать. Килрен киле çÿреççĕ ачасемпе каччăсем, хĕрсем. Акă пĕр ушкăнĕ кăшкăрашса килет. Унта виçĕ çамрăк ача тата вĕсемпе пĕрле Ванюк, Çтаппан, Микулай.

Виçĕ çамрăк ачи кăшкăрашса пыраççĕ:

Сурхури! Сурхури!

Персе çитрĕ сурхури!

Атьăр, тухăр ачасем!

Урам тăрăх кайăпăр,

Килрен киле çÿрĕпĕр,

Кукăль-çимĕç пухăпăр!

Салат-хăмла пухăпăр,

Сурхури ĕçки тăвăпăр!

Ванюк: Чим-ха, чим! Чарăнăр! Малтан çак килтен пуçлар-ха. Кунта Сăпанипе кукша Иван пурăнаççĕ. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх нумай, ачи-пăчи çук, пуян. Кĕртсессĕн сăпайлă пулăр, алăк тĕпелинчен ан иртĕр. Нумай пĕлсен час ватăлатăр, кунта сиртен аслисем те пур.

Çтаппан: Кĕртеççĕ-и-ха пире вĕсем? Çĕрме пуянсем вĕсем тата хыткукарсем.

Вĕтĕр-шакăрсем: Кĕреймесен хапха юпине тÿнтерсе яратпăр. Атьăр,кĕрер! Кĕрер!

Пурте Сăпанипе кукша Иван çурчĕ патне пырса юрлама, кăшкăрашма тытăнаççĕ, хапха алăкне шаккаççĕ:

Сăпани Иванĕ

Пире пÿрте кĕртетри?

Çăкăр-тăвар паратри?

ăна кăна памасан,

Сурăх ури хуçăлтăр!

Çăкăр-тăвар: çуне-пылне

Хисеп туса парсассăн,

Сурăх ури сыпăнтăр

Путекне тусах тăтăр!

Хапха умне кил хуçисем тухса тăраççĕ. Сăпани аллинче пĕр пĕчĕк хутаçпа тăвар, Иван аллинче хура çăкăрăн пĕчĕк чĕлли. Иккĕшĕ те кăмăлсăр, шыв сыпнă пек куç айĕн пăхса тăраççĕ. Хутаçлă каччă тăварпа çăкăра илсе хутаççа ярать.

Ванюк: Куртăр-и? Куртăр-и? Вĕсем патне кĕмелле те марччĕ, тĕнче хыткукарĕсем. Шăшисем ĕрчеччĕр, тырă ампарне пушатччăр! Атьăр, каяр малалла!

Пурте тĕпĕртетсе, кăшкăрашса: «Сурхури! Сурхури!»- тесе тепĕр кил патне çитсе чарăнаççĕ те алăка шаккаса такмак каласа юрласа яраççĕ:

Уç алăкна Пурхи тете:

Уç алăкна Няня аппа:

Çитрĕ акă сурхури:

Пире салат памасан:

Тырри ăнса ан пултăр:

Пире хăмла памасан:

Хăмла шалчи авăнтăр.

Пурхипе Няня хапха алăкне яр уçса ярса витрепе сăра ăсса тухаççĕ. Каччăсене сăра ĕçтереççĕ, вĕтĕр-шакăрсене канихвет параççĕ. Ачасем савăннипе тепĕр юрă юрласа яраççĕ:

Салатне те хăмлине:

Сăра тума илтĕмĕр:

Ку сурхури йăлипе:

Пиртен тухнă йăла мар:

Авалтанах вăл пырать.

Тырри пултăр: ăнса пултăр

Сăрийĕ хаяр пултăр.

Кун хыççăн пурте тепĕр касса (урама) кайма шут тытаççĕ.

Микулай: Çитĕ ку урамра. Атьăр-ха Ухман кассине.

Тĕпĕртетсе, кăшкăрашса, юрласа тухса каяççĕ. Сценăн тепĕр енчен 2-3 хĕр йывăр хутаçсем йăтнă, хашăлтатса тухаççĕ. Кусем – Кулине, Тарье тата Анисса. Вĕсем Маюк аппа патне сăра тума каяççĕ. Вĕсен хушшинче çавăн пек калаçу пулса иртет.

Кулине: Эй, турă! Сехре пăкки месерле кайса ÿкеччĕ. Каччăсене кăна тĕл пулас марччĕ тесе кĕл туса пыраттăм. Чутах хирĕç пĕр-пĕринпе перĕнеттĕмĕр.

Марье: Мĕн хăраса тăран çав шĕшпĕлчĕксенчен. Унта вĕтĕр-шакăр кăна вĕт.

Анисса, Марье: Эсĕ суккăр-им? Вĕтĕр-шакăр кăна мар-ха унта.

Кулине: Çитĕ ĕнтĕ сире мана кăшлама. copyright - http://sc-pr.ru Атьăр хăвăртрах Маюк аппа патне. Кĕтсе те ывăнчĕ пуль ĕнтĕ. Вутне хутмалла, кукăль пĕçермелле, йăвача тумалла. Ĕçĕ нумай. Сăра лартса ямалла.

Марье: Хĕрсем, атьăр-ха çула май чÿречерен шаккаса хамăр пулас стариксен ячĕсене ыйтса пĕлер.

Хĕрсем виççĕшĕ те Сăпанипе кукша Иван çурчĕ патне пырса чÿречерен шаккаççĕ.

Марье: (сассине ылмаштарса) Манăн старик мĕн ятлă?

Сăпани: (чÿрече умне пырса кăшкăрса) Милюк ятлă, Милюк! (Милюк ялта ухмах çын пулнă)

Хĕрсем малалла хирĕç пÿрте, Пурхипе Няня аппа патне чупаççĕ.

Анисса: Ман пулас старик хăш ялтан?

Няня аппа: Касман турта пуçĕнчен.

Хĕрсем ахăлтатса кулса малалла каяççĕ.

2-мĕш пайĕ

Маюк аппа çуртĕнче. Кунта хĕрсем тахçанах пуçтарăннă. Хĕвĕшеççĕ кăна. Кам мĕн тăвать, сĕтел пуçтараççĕ, сак сармисем сараççĕ. Акă Марье, Кулине тата Анисса пырса кĕреççĕ.

Анисса: Илтрĕр-и, хĕрсем, ман старик хăш ялтан пулнине.

Кулине: Чим-ха, кĕçĕр юмăç ярсан, çĕрĕ ярсан, пĕлĕпĕр-ха пирĕн пуласси ăçтине. Ĕçе хăвăртрах туса пĕтересчĕ, атту каччăсем килме пултараççĕ. Эпир пĕлетпĕр-ха эсĕ кама кĕтнине. Унта тата ют ял хĕрĕсем хăнана килмелле-ха.

Анисса: Кам патне килмелле вара? Эпĕ никама та пĕлместĕп.

Кулине: Ĕнтĕ, ялти хĕрсенчен малти касри Хрестюк кăна хăна тăрăх çÿреме юратать. Çăвăн патне килсен кăна. Курăпăр-ха. (Çав вăхăтра алăка шаккаççĕ)

Марье: Кам унта? Кĕрĕр, кĕрĕр! (Алăкран икĕ çамрăк хĕр, Хветуçпа Ульха кĕрсе тăраççĕ. Аллисенче алшăллипе витнĕ чашăксем.)

Хветуç: Эпир пăрçа пăтти: йăвача пĕçерсе килтĕмĕр.

Ульха: Акă кунта тата ăшаланă пăрçа та илсе килтĕмĕр.

Анисса: Атьăр хĕрсем салтăнăр та хăвăртрах ĕçе пикенер.

Хĕрсем салтăнаççĕ, сĕтел çине апат çимĕç лартаççĕ, сак сармисене сараççĕ. Çав вăхăтра урамра шăв-шав илтĕнет, пÿрте шаккамасăрах пĕр купа каччă кĕрсе тăрать. Вĕсене хĕрсем кĕтсе илеççĕ, салтăнма сĕнеççĕ. Каччăсем тĕпеле иртсе лараççĕ. Алăка татах шаккаççĕ. Акă Хрестюк тата хăна хĕрĕ Паçук кĕрсе тăраççĕ.

Хрестюк: Пирĕн килес! Мĕнле пурăнатăр. Эпĕ пĕччен мар вара: хам хĕр-тантăша илсе килтĕм. Паллашăр: Паçук ятлă. Каччăсем: ан кÿрентерĕр ăна. (Хрестюкпа хăна хĕрĕ Паçук вырнаçса лараççĕ.)

Анисса: Атьăр-ха, пĕр çавра юрă юрласа илер.

(«Атте хура лаша ай, памарĕ» юрă янăрать)

Юрă пĕтсенех Çтаппан Паçукпа Хрестюк хушшине хĕсĕнсе кĕрсе ларать. Кулине çакна курса Марье патне чупса пырать те, иккĕшĕ те йăпăрт алкумне тухса каяççĕ.

Анисса: Часах ваттисем пил пама килеççĕ. Сĕтел çинче пурте пур. Çамрăксем шавлаççĕ, шÿтлеççĕ. Марьепе Кулине кĕреççĕ. Марье Çтаппан патне пырса хăлхаран пăшăлтатать. Çтаппан Кулине патне тăрса пырать, анчах та Кулине ăна хăваласа ярать.

Марье: Хĕрсем, каччăсем! Пире ваттисем пил париччен юрласа, ташласа илер-ха.

Пурте: Атьăр, атьăр! Ăçта пирĕн Кириле? Купăсĕ ăçта? Вырăн парăр.

Кирилле майланса ларать те: купă,не тăсса ярать. Улахри сурхури юрри янăрать. «Тулă кĕлти, виç кĕлти» (№ 2), «Хĕр сăри ташши» (№ 3). Ташă вĕçленнĕ çĕре ялти сумлă икĕ ватă çын кĕрсе тăраççĕ. Ахваниç тата Улатимĕр пиччесем. Салтăнаççĕ, сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ. Йăвача, пăрçа пăтти тата ăшаланă пăрçа ваттисен умĕне пырса лартаççĕ. Хĕрсем сăра куркине сылтăм алла тытса парса кайран кайран ваттисене суллахай алăпа параççĕ. Икĕ ватă ура çине тăнă хыççăн пурте ура çине тăраççĕ.

Ахваниç: Виçĕ картара виçĕ тĕслĕ выльăх тытмалла пултăр. ,нĕр хыççăн тына пăру пултăр. Чун çумне чун хушăнса пытăр.

Улатимĕр: Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхĕр хутаçлă пăрçа пек хунавлă пултăр, шÿтернĕ пăрçа пек мăнтăр пултăр, пĕр вĕçĕ шыв патĕнче пултăр: тепĕр вĕçĕ картара пултăр.

Пурте: Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр!

Ахваниç: Хамăр ĕлĕкхи йăлапа ваттисене асăнар, шутлăхра пулччăр, вĕсем пире ан асăнччăр, эпир вĕсене яланах асăнар.

Хветуçпапа Ульха Ахваниç патне пырса ун аллинчен асăнма çăкăр, йăвача, пăрçа илсе тухса каяççĕ киремет кĕтессине асăну апатне хума. (Хĕвелтухăç енне хумалла) Çак вăхăтра «Аслăях та ката» (№4) юрă мăнаçлăн янраса каять. Юрă пĕтсен Ахваниçпе Улатимĕр пурне те тав туса сăрине ĕçсе параççĕ, ăшаланă пăрçине пурин çине те сапаççĕ çак сăмахсене каласа, «Тулăх пурăнăр, чипер çÿрĕр». Çав вăхăтра пурте чĕркÿçленсе лараççĕ. Ухваниçпе Улатимĕр сăрисене ĕçсе парсан курка тĕпне вак укçасем пăрахаççĕ. Вăл укçисене Марье пуçтарса саклата хурать.

Марье: Çтаппан, кил-ха кунта. Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала. Хĕрсемпе анкартине тухса сурăх урисене хыпашласа кĕрĕр-ха.

Çтапан, Ваня тата 3-4 хĕр сурăх ури тытма тухса каяççĕ. Вĕсем хыççăнах 3-4 хĕр карта шутлама тухса каяççĕ (мăшăр пулсан - кăçал качча каяççĕ, авланаççĕ; мăшăрсăр пулсан – качча каясси те çук, авланасси те çук.) Хĕрсем карта шутлаççĕ, шавлаççĕ, кулаççĕ.

3-4 хĕртен пĕри: Пăхăр-халĕ! Çăлтăрсем мĕнле нумай. Ахальтенкаламан çав: «Çăлтăрсем çара та таса пулсан – хĕлле сивĕ, çулла – шăрăх пулать», - тенĕ ваттисем.

Пĕри: Эсĕ çăлтăрсем тен-ха. Пăх-ха, уйăх мĕнле хăлхаллă! Сивĕтет пулас. Шутласа кăлартăр-и унта? Камăн мăшăр пулчĕ.

Тепри: Хĕрсем! Хăвăртрах! Çтапан автан е чăх илсе кĕретĕп терĕ.

Хĕрсем пурте васкаса хапхаран кĕрсе каяççĕ. Çав вăхăтра Çтапан тата ыттисем шавласа пÿрте кĕреççĕ. Аллисенче сурăх çăмĕсем. Камăн шурă, камăн хура. Çтапан чăх е автан йăтнă. ăна урай варрине яраççĕ. Урайне чашăкăсемпе шыв, кăмрăк, укçа, тырă, çăкăр лартса хунă. Хĕрсем тĕрткеленсе тырă, çăкăр, укçа патне пырасшăн, анчах та унта Кулине, Анисса тата Марье çитсе тăнă. Автан кам чашăкинчен ĕçнине пурте шавласа, сăнаса тăраççĕ. Кама - çиеççĕ.

Аниссапа Марье: Шыв ăсма каймалла вĕт. Çĕрĕ ярас пулать. Кам каять? Петĕр, тепĕр хăв юлташупа икĕ хĕре илĕр те шыв ăсса килĕр.

Пĕр хĕрĕ алшăлли илет, тепĕр хĕрĕ виçĕ хăйă, Петĕр турчка çине утланать, юлташĕ шăпăр çине – вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсене çирĕç 2 «çветке» кĕреççĕ. Кĕрĕкĕсене тÿнтерле тăхăннă, пичĕсене хăрăмпа хуратнă, питлĕх йăтнă. Хĕрсене çуйхаштарса чĕпĕтсе тухаççĕ те питлĕх çине тăрса ташласа такмак калаççĕ:

Эх, сурхури! сурхури!

Мĕн чул унăн савăнни,

Ирпе пăрçа сапатпăр,

Каçпа пăтă çиетпĕр.

Эх, сурхури, Кĕркури!

Сан та кăвак йĕм пур-и?!

Ташă пĕтсенех хĕрсем вĕсем çине тапăнаççĕ, кам иккенне пĕлесшĕн. «Çветкесем» тухса тарса ĕлкĕреççĕ.

Кулине: Шыв ăсма каякансем ăçта çухалчĕç вара? Атьăр-ха унччен пĕр çаврăм юрă юрласа илер.

«Шур акăшсем вĕçеççĕ ушкăнпа» (№5) юрă янăрать.

Каччăсем шыв ăсса кĕреççĕ. Пĕр каччи витрине «пĕр пÿрнепе» йăтса лартать сак çине. Унтан вара Марук витрене икĕ çĕрĕ ярать. Пĕри - «суя» çĕрĕ: тепри - «тĕрĕс» çĕрĕ. «Суя çĕрĕ» кăларсан нимĕн те пурнăçланмасть, «тĕрĕс çĕрĕ» тухсан пурте пурнăçланать. Витре йĕри-тавра тăраççĕ те: кам хăй çинчен пĕлесшĕн: Марука çĕррисене параççĕ. Марук пĕтĕм çĕрре витрене ярать те: 3 хут хĕвеле май çавăрттарать. Шĕвĕр пÿрнепе пĕрер çĕрĕ туртса кăларать те ыйтусем пама пуçлать. Ыйтусем париччен юрăсем юрласа параççĕ «Лупас айĕнче сар автанĕ»(№6)

Марук: (витререн шĕвĕр пÿрнипе çĕрĕ туртса кăларса) «Камăн çĕрри!» - тесе кăшкăрать.

Кулине: Ку ман-ха ĕнтĕ вăл.

Марье: Кĕçех çураçма пыраççĕ сана, сăну сан шыврах курăнать. Хатĕрлен, Кулине. (Çав вăхăтра Кулине патне Çтапан пырса тăрать те аллисенчен ярса илет.)

(«Лупас айĕнче» - 2-мĕш куплечĕ.)

Марье: (тепĕр çĕрĕ туртса кăларать те татах ыйтать) «Камăн çĕрри?»

Ульха: Манăн çĕрĕ ку.

Марье: Лар-ха килтех тепĕр темиçе çул. Сана ир-ха качча тухма.

(«Лупас айĕнче» - 3-мĕш куплечĕ.)

Марье: (çĕрĕ туртса кăларса) «Камăн çĕрри ку?»

Петĕр: Манăн, манăн!

Марье: Эх, Петĕр! Сана салтак çулĕ кĕтет. Кутамка хатĕрле.

Хĕрсем пурте Петĕре шеллеме тытăнаççĕ. («Лупас айĕнче» - 4-мĕш куплечĕ.)

Марье: (Юлашки çĕрĕ туртса кăларса) Ку патша-çĕрĕ. Телейлĕ кун-çуллăх кĕтет çамрăксене ку çулта, мĕн ыйтни пурте пулать.

Марук, Çтапан, Ванюк витрене йăтса тухса каяççĕ те крыльца çинчен шыва çĕре тăкаççĕ. Тăкнă хыççăн витре тĕпĕнчен укçа туртса кăлараççĕ те пурте каялла кĕрсе каяççĕ.

Марье: Атьăр юрлар: ташлар!

«Сурхури пички сороковой»(№7)

«Куславкка ташши» (№8)

«Хĕрипăраç тутăрĕ» (№9)

ЧАРШАВ.

Сценари авторĕ – Козлова З.А., профессор, Чăваш Республикин тата Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



Атте хура лаша, ай, памарĕ. (№1)

Атте хура лаша та, ай памарĕ,

Хура лаша тиха та тунă(й) та(й) пул(ă)сан(ă)

Трантас(ă) кÿлсе(й) килсессĕн(ĕ) эп теменччĕ.

Анне ырă ĕне те, ай, памарĕ,

Ырă ĕне пăру та(й) пулсан

Чăкăт(ă) илсе(й) килсессĕн(ĕ) эп теменччĕ.

Тете шурă сурăх та, ай, памарĕ,

Шурă сурăх путек те тунă та(й) пулсан

Шăрттан(ă) илсе(й) килсессĕн(ĕ) эп теменччĕ.

Инке сăра хăмла та, ай, памарĕ,

Сăра хăмли ăнса та пулнă та(й) пулсан,

Сăра(й) илсе(й) килсен эп теменччĕ.

Нумай вăхăт йыхрав та, ай, пулмарĕ,

Хамăр тăван йыхрав та янă(й) пулсан

Юрласа савăнас та(й) эп теменччĕ.



Тулă кĕлти, виç кĕлти.(№2)

Тулă кĕлти виç кĕлти,

Тулă кĕлти виç кĕлти, виç кĕлти

Ма çич кĕлте пулман–ши, пулман-ши?

Пирĕн сурхури виç каçлăх,

Пирĕн сурхури виç каçлăх, виç каçлăх

Ма çич каçлăх пулман-ши?

Çырма урлă каçсассăн,

Çырма урлă каçсассăн, каçсассăн

Пире кĕпер кирлĕ мар, кирлĕ мар.

Çак сурхури иртсессĕн,

Çак сурхури иртсессĕн, иртсессĕн

Пире савни кирлĕ мар, кирлĕ мар.

Икĕ пуспа виçĕ пус,

Икĕ пуспа виçĕ пус, виçĕ пус

Çĕрте выртсан кирлĕ мар, кирлĕ мар.

Çак сурхури иртсессĕн,

Çак сурхури иртсессĕн, иртсессĕн

Пире савни кирлĕ мар, кирлĕ мар.



Хĕр сăри ташши (№3)

Хĕр, хĕр сăри турăмăр,

Хĕрĕх автан пусрăмăр.

Пыршипеле пĕверне те,

Вăйăç çумне хутăмăр.

Тăрăс-тăрăс тапари,

Уратине хуçар-и

Эпир тепре килнĕ çĕре

Çĕнни туса хуччĕр-и?

Юман-и сирĕн урай,

Çăка-и сирĕн урай

Эпир ташша тухсассăн

Чăтайать-ши сирĕн урай?

Юман та мар сир(ĕ)н урай,

Чăрăш та мар сир(ĕ)н урай

Эпир ташша тухсассăн

Чăтаяс çук сир(ĕ)н урай.

Сăпаççипă куккукне

Çич çăмарта тунăшăн

Сăпаççипă гармонистне

Пире ташлаттарнăшăн.



Аслăях та ката, ай, хушшинче (№4)

Аслăях та ката, ай, хушшинче,

Аслăях та ката, ай, хушшинче

Ахăрса та ака тăваççĕ,

Ахăрса та ака тăваççĕ.

Путех пирĕн пиччесем, ай, мар-ши çав,

Путех пирĕн пиччесем мар-ши çав

Ахăрса та ака тăваççĕ,

Ахăрса та ака тăваççĕ?

Кĕçĕнех те ката, ай, хушшинче,

Кĕçĕнех те ката хушшинче

Шăхăрса та сÿре сÿреççĕ,

Шăхăрса та сÿре сÿреççĕ.

Путех пирĕн шăллăмсем, ай, мар-ши çав,

Путех пирĕн шăллăмсем мар-ши çав

Шăхăрса та сÿре сÿреççĕ,

Шăхăрса та сÿре сÿреççĕ?

Шăв-шавах та урпа, ай, шав урпа,

Шăв-шавах та урпа та шав урпа

Мĕншĕнех те шавлать те çав урпа,

Мĕншĕнех те шавлать те çав урпа.

Путех пулли çитнĕ, ай, пулмалла,

Путех пулли çитнĕ те пулмалла

Çавăнпа та шавлать те çав урпа,

Çавăнпа та шавлать те çав урпа.

Кĕр кĕрех те хăна, ай, кĕр хăна,

Кĕр кĕрех те хăна та кĕр хăна.

Мĕншĕнех те кĕрлет те çав хăна,

Мĕншĕнех те кĕрлет те çав хăна?

Путех ĕçсе çитнĕ, ай, пулмалла,

Путех ĕçсе çитнĕ те пулмалла,

Çавăнпа та кĕрлет те çав хăна,

Çавăнпа та кĕрлет те çав хăна.



Шур акăшсем вĕçеççĕ, ай, ушкăнпа (№5)

Шур акăшсем вĕçеççĕ, ай, ушкăнпа,

Çавра кÿлĕсене те, ай шыраса,

Çавра кÿлĕсене те, ай шыраса.

Эпир те килтĕмĕр, ай, çак киле,

Хамăр т(ă)вансене те, ай, шыраса,

Хамăр т(ă)вансене те, ай, шыраса.

Шăнкăр кăна шăнкăр та, ай, шыв юхать

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет, ай, шыв ĕçет,

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет, ай, шыв ĕçет.

Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет, ай, шыв ĕçет

Хура чĕкеç чĕппин те, ай, мĕн ĕç пур,

Хура чĕкеç чĕппин те, ай, мĕн ĕç пур?

Тăванпала тăван та калаçнă чух

Унта çичĕ ютăн та, ай, мĕн ĕç пур,

Унта çичĕ ютăн та, ай, мĕн ĕç пур?

Кăмакара хăйă ма, ай, типет-çке

ăна çутма вăхăт та, ай, çитет-çке,

ăна çутма вăхăт та, ай, çитет-çке.

Ирте пулать ĕнтĕ те, каç та пулать

Пире кайма вăхăт та, ай, çитет-çке,

Пире кайма вăхăт та, ай, çитет-çке.



Лупас айĕнче сар автанĕ (№6)

1. Лупас айĕнче сар автанĕ

Тул çутăлать тесе авăтать.

Ан авăтсам автан тусăм,

Уйрăлмарăм-çке эпĕ савнирен.

Лашине кÿлсе те çавăрса тăратнă,

ăçта каян тусăм, каласа кай.

Шыва кĕмĕл çĕрĕсем ярса кай.

2. Мăкăнĕн те çеçке çуралсан

Савăнаççĕ Вĕлле хурчĕсем.

Хĕрĕн тусĕ Чипер пулсан,

Йăл кулаççю-çке хĕрĕн тутисем

Шыври кĕмĕл çĕррÿ час тухмасан,

Ирĕлчĕ пуль тесе ан кала

3. Çĕмĕртĕн те çеçки çурăлсассăн

Савăнаççĕ симĕс çулçисем

Хĕрĕн тусĕ чипер пулсан

Кураймаççĕ-çке тантăш хĕрĕсем

Ир те кĕтрĕм, тусăм, каç та кĕтрĕм

Манчĕ пулĕ тесе те ан кала.

4. Çанталăк кĕр енне сулăнсассăн,

Акăшсем вĕçеççĕ ăш енне

Каччă хĕре юратсасссăн,

Яланах пулать вăл савнипе.



Сорхори пички сороковой та (№7)

Сорхори пички сороковой та,

Сорхори пички сороковой та

Сăри пички тайăлмасăр,

Сăри пички тайăлмасăр та

Эпир киле каймастпăр.

Кĕтÿç пушши, вăрăм пушши

Кĕтÿç пушши, вăрăм пушши

Час çаврăнса çитмерĕ.

Çулталăкри сурхури

Час çаврăнса çитмерĕ.

Хуçин автан, сарă автан

Хуçин автан, сарă автан

Автан саккăр авăтмасăр,

Автан саккăр авăтмасăр та

Эпир киле каймастпăр.

Хуçи хĕрĕ, сарă хĕрĕ

Хуçи хĕрĕ, сарă хĕрĕ

Хуçи хĕрĕ сар хĕр

Сар хĕр саккăр ташламасăр та

Эпир киле каймастпăр.



Куславкка ташши (№8)

Тăррăн-тăррăн тăмашкăн,

Тăри чĕппи мар эпир.

Шăппăн-шăппăн тăмашкăн,

Шăпчăк чĕппи мар эпир.

Тăрăс-тăрăс тапмашкăн,

Хусан атти урара.

Пилĕк тытса ташлама

Хут пиçиххи пилĕкре.

Пуçа усса ташлама

Патша кĕмĕл пуçăмра.

Сикĕр-сикĕр шывалла

Шыв сирпĕнсе тăмалла.

Ташлăр халĕ ташшине

Çын тĕлĕнсе тăмалла.

Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,

Калама та çук ĕнтĕ

Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ,

Чарăнма та çук ĕнтĕ.

Юрататăп кĕпине,

Юрататăп çÿхине,

Юрататăп каччине

Аван ташлаканнине.

Ташласан ташланă пек,

Юрласан юрланă пек.

Ташламасан, юрламасан

Хама мăнна хунă пек.

Хире-хирĕç пÿрт лартар-и,

Тимĕрпе виттерер-и,

Юрăпала ташăпала

Ĕçĕре ирттерер-и?

Шывне ăсас мар пулсан,

Кÿлĕ хĕрне анас мар.

Юрлас-ташлас мар пулсан,

Килнĕ ятне тăвас мар.

Утса килтĕр-и,

Чупса килтĕр-и,

Ĕçĕрсене пăрахса

Пире курма килтĕр-и?



Хĕрипăраç тутăрĕ (№9)

Хĕрипăраç тутăрĕ шурă тутăр, шурă тутăр

Урам урлă каçсассăн хуралать,

Урам урлă каçсассăн хуралать.

Хĕрипăраç ĕмĕрĕ хĕрлĕ улма пек,

хĕрлĕ улма пек

Çич ют килне кайсассăн çухалать,

Çич ют килне кайсассăн çухалать.

Урамăрсем вăрăм та, ай, утмашкăн, ай, утмашкăн

Хапхăрсем вырăсла уçмашкăн,

Хапхăрсем вырăсла уçмашкăн.

Пĕвĕр-сийĕр яка та, сăнăр çутă, сăнăр çутă

Вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн,

Вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн.

ăшă çилĕ лăпкă та, ай, вĕрнипе, ай, вĕрнипе

Сарă чечек хумханать, хумханать,

Сарă чечек хумханать, хумханать.

Чунăм савни манран та, ай, сивĕнсен, ай, сивĕнсен

Манăн çамрăк чунăм, ай, хумханать,

Манăн çамрăк чунăм, ай, хумханать.

Отправить ссылку в Одноклассники, Вконтакте, Мои мир, Facebook
Нравится
Рекомендовано к прочтению:
    Другие новости по теме:

  • Сценарий на чувашском языке
  • Сценарий чувашского праздника
  • Сценарий чувашских праздников
  • Сценарий День Учителя на чувашском языке
  • Сценарий день сказок: Как старик корову продавал

  • Версия для печати
    СЦЕНАРИИ ПРАЗДНИКОВ
    ТЕМАТИЧЕСКИЕ СЦЕНАРИИ
    ДЕТСКО-ШКОЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
    СЦЕНАРИИ ВРЕМЕН ГОДА
    СЦЕНАРИИ НА ЯЗЫКАХ
    ОРИГИНАЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
    КОНКУРСЫ
    ПОДАРКИ
    СЧЕТЧИКИ


    Яндекс цитирования