SC-PR.RU - Сценарии праздников
Сценарии праздников, сценарии дня рождения, сценарии свадьбы, сценарии вечеринок, сценарии корпоративов, сценарии мальчишников, девичников
СЦЕНАРИИ
ДРУГОЕ

загрузка...
ИНФОРМАЦИЯ
SC-PR.Ru - сайт для тех, кто хочет организовать и провести интересно праздник.

Сценарий на чувашском языке

Сценарий на чувашском языке
Категория: Сценарии на Чувашском Языке

Çăварни

Вырсарни ир. Çăварнин пĕрремĕш кунĕ (аслă çăварни). Хапха уçăлсан ача-пăчасем кăшкăрашса урама чупса тухаççĕ. Кашнин аллисенче пĕчĕк çунашкасем.

1-мĕш ачи: Ăçта пирĕн Микула? Халь те çывăрать-и вăл?! Атьăр: кайрăмăр вăратма!

Пурте: Атьăр!

Ик-виç ача: (пĕр харăссăн чÿрече умне пырса Микулана витлесе кăшкăраççĕ) Микула – çывракан, кĕл пашалу çиекен, айне сысса выртакан!

1-мĕш ачи: Микула, тух! Мĕн çывăрса выртатăн? Паян çерçи тăриччен тăрса хĕреслĕ урамра «турахуп кучĕпе» ярăнмалла! (турахуп – чăвашсен сÿс тураса якатмалли ĕç хатĕрĕ).

Микула васкаса тумтирне тăхăнкаласа хапхаран тухать. Аллине ик-виç икерчĕ тытнă.

Микула: Икерчĕ çиме те памастăр вĕт манна. Асанне куриччен ик-виç икерчине йăтрăм та тухрăм. Мейĕр, çийĕр. (Микула пурне те икерчисене хуçа-хуçа пайласа парать? Ачасем икерчисене хăвăрт-хавăрт çисе яраççĕ те вĕçтереççĕ хĕреслĕ урама çунашкасемпе ярăнма? Виçĕ-тăватă хут ярăнса аннă хыççăн пĕр ачи вăйă выляма сĕнет.

2-мĕш ачи: Атьăр, вылятпăр, шăнса кайрăм.

Пурте: Атьăр, атьăр!

3-мĕш ачи : Микула, эсĕ нумай çывăрнăшăн - «йытти» пулатăн.

Ачасем пурте «йытăлла» выляма пуçлаççĕ.

Вăйă йĕрки.

Шăнса пăрланнă муклашкапа пĕр-пĕрне ураран тивертмелле вылянине «йытăлла» тенĕ. Муклашка кама тивнĕ – çав «йытти», хăвалаканĕ пулнă. Ыттисем «йыттинчен» тарса хăтăлма тăрăшнă. Ашкăнма юратаканрах ачасем систермесĕр, хăвалаканни патне пынă та: «Йытту ăçта?» - тесе витлешсе çурăмĕнчен аллисемпе тĕксе хăварса тарнă.

Ачасем вылянă хушăра хĕреслĕ урама лашасемпе çăварни юрри юрласа хĕрсемпе каччăсем çитсе чарăнаççĕ. Лашисене лентăсемпе, шăнкăравсемпе капăпрлатнă. Ачасем вĕсене курсан кăштах айккинелле пăрăнаççĕ. Хăйсене май выляççĕ, кăшкăрашаççĕ, юрпа перкелешеççĕ.

Çăварни юрри (№1)

Хурама та пĕкĕ, йĕлме тупан,-

Эпир çул якатма тухрăмăр,

Эпир çул якатма тухрăмăр.

Айванах та пуçăм, çамрăк чунăм,

Эпир чун йăпатма тухрăмăр,

Эпир чун йăпатма тухрăмăр.

Кĕленчерен хÿме эп хÿтертĕм

Хÿтертĕм те имшсе хăвартăм,

Хÿтертĕм те ишсе хăвартăм.

Çак тăван ачине эп тус турăм,

Тус турăм та тăратса хăвартăм,

Тус турăм та тăратса хăвартăм.

1-мĕш каччи: Хĕрсем, пĕрер такмак каласа ташлар-ха!

Вăйçă такмак кĕвви кала пуçлать. Хĕрсемпе каччăсем ташлаççĕ.

Ташă такмакĕсем (№ 2)

Тăррăн-тăррăн тăмашкăн,

Тăри чĕппи мар эпир.

Шăппăн-шăппăн лармашкăн,

Шăпчăк чĕппи мар эпир.

Сикĕр-сикĕр шывалла,

Шыв сирпĕнсе тăмалла.

Ташлăр халĕ ташшине,

Çын тĕлĕнсе тăмалла.

Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,

Калама та çук ĕнтĕ,

Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ,

Чарăнма та çук ĕнтĕ.

Юрататăп кĕпине,

Юрпататăп çухине,

Юрататăп каччине

Аван ташлаканнине.

Шурă тутăр паттис мар,

Паттисран та кая мар.

Эпир кунта артист мар,

Артистран та кая мар.

Сĕтел тăваткал пулать,

Ури тăваттă пулать.

Эпир кунта савăнни

Ĕмĕр асăнма юлать.

Ташласа пĕтернĕ хыççăн çамрăксем çăварни юрри юрла пуçлаççĕ (2-мĕш варианчĕ). Юрă юрласа пĕтерес умĕн (икĕ куплет юлсан) пĕр каччи : «Атьăр, ларăр хĕрсем, кайрăмăр кÿршĕ яла!» - тесе кăшкăрать те хĕрсемпе каччăсем çунашкасем çине лараççĕ те юрă юрласах тепĕр яла каяççĕ. copyright - http://sc-pr.ru Ачисем вĕсене кайнине курса çунашкасем хыççăн «Çăварни чуптарăр-ха!» - тесе çунашкасем çине çакăна-çакăна хыçалтан чупаççĕ.

Пĕр ачи (ларса каяйманни): «Эх, катаччи, катаччи! Катăк çатма икерчи!» - тесе кăшкăрса тăрса юлать.

Çăварни юрри (№ 3)

Çунаçăм: çунаçăм, ай çулçă пек,

Çунаçăм, çунаçăм çулçă пек.

Ай- юр-кă-на-ри-кен, ра-йа-юй.

Çуни хыçĕ çырла, ай çеçки пек,

Çуни хыçĕ çырла çеçки пек.

Ай- юр-кă-на-ри-кен: ра-йа-юй.

Тантăшсем: тантăшсем: ай пике пек,

Тантăшсем: тантăшсем пике пек.

Ай- юр-кă-на-ри-кен: ра-йа-юй.

Тур умĕнчи сарă: ай çурта пек,

Тур умĕнчи сарă çурта пек.

Ай- юр-кă-на-ри-кен: ра-йа-юй.

Шăрчануй та хутаç: кĕмĕл укçа,

Шăрчануй та хутаç: кĕмĕл укçа.

Ай- юр-кă-на-ри-кен: ра-йа-юй.

ЧАРШАВ
Отправить ссылку в Одноклассники, Вконтакте, Мои мир, Facebook
Нравится
Рекомендовано к прочтению:
    Другие новости по теме:

  • Сценарий чувашский
  • Сценарий чувашского праздника
  • Сценарий чувашских праздников
  • Сценарий День Учителя на чувашском языке
  • Все сценарии по Алфавиту

  • Версия для печати
    СЦЕНАРИИ ПРАЗДНИКОВ
    ТЕМАТИЧЕСКИЕ СЦЕНАРИИ
    ДЕТСКО-ШКОЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
    СЦЕНАРИИ ВРЕМЕН ГОДА
    СЦЕНАРИИ НА ЯЗЫКАХ
    ОРИГИНАЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
    КОНКУРСЫ
    ПОДАРКИ
    СЧЕТЧИКИ


    Яндекс цитирования